Сутлӑха чӑвашла ҫырма вӗренмелли азбука кӑларнӑ. Ӑна шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ.
Азбука А4 пысӑкӑш — 21х29,7 см. Пӗр енӗ ҫине маркерпа ҫырма пулать, тепӗр енне вара — пурӑпа (мелпа) ҫырма хатӗрленӗ. Ача мӗн ҫырнине тӳрех хуратма пулать — ҫапла май пӗр саспаллиех темиҫе хут ҫырма май пур.
Комплектра ҫавӑн пекех азбукӑна хуть те мӗнле лаптӑк ҫине ҫыпӑҫтарма май паракан ҫыпӑҫтаркӑчсем (8 шт., сӳсе илсен йӗр хӑвармасть), тасатмалли хатӗр, А6 пысӑкӑш магнитлӑ хут (магнитсем ӑсталама пултаратӑр) тата мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарса панӑ инструкци кӗрет.
Азбукӑна «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ — 250 тенкӗ.
Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем район шайӗнче иртнӗ отчет пухӑвӗнче тротуар, канализаци, шкул ҫивиттине юсас, Кӳкеҫри урамсенчи хунарсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ.
Халӑх тарҫисене район центрӗнчи «Ягодка» тата «Пӳрнеске» ача пахчисене пырса кӗмелли территорисенче юпасем ҫинче хунарсем ҫунманни пӑшӑрхантарать. Темиҫе ҫул каялла хута янӑ «Крепыш» ача пахчи патне пыма тротуар ҫукки ачисене ҫак учреждение ҫӳретекенсемшӗн тата вӑл урампа иртсе ҫӳрекенсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Район центрӗнче канализаци коллекторӗ тӑвас, поселокри лицей ҫивиттине юсас ыйту пирки те сӑмах пуҫарнӑ депутатсем.
Район центрӗн пуҫлӑхӗ В.В. Вершинин «Крепыш» ача пахчи патне тротуар сарма хыснара укҫа пӑхса хӑварнине ӗнентернӗ. Маларах асӑннӑ ача пахчисем патӗнче ҫутӑ кирлине те поселокри тӳре-шара пӗлет-мӗн — ҫуркунне хунарсем вырнаҫтарӗҫ.
Лицей ҫивиттине юсамаллине вара районти тӳре-шара та пӗлет. Шупашкар район админиcтрацийӗн пуҫлӑхӗ Г.И. Егоров каланӑ тӑрӑх, ҫивиттин конструкцийӗн хӑйне евӗрлӗхне пула епле юсамалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре грипп эпидемийӗ чакма тытӑннӑ. Ҫапах чир тӗлӗшпе профилактика ирттермеллине палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем. Шупашкарти ача пахчисенче, ав, шӑпарлансене массаж тӑваҫҫӗ тата сывлава лайӑхлатмашкӑн хусканусем ирттереҫҫӗ.
52-мӗш ача пахчинче ачасене кашни кунах сӗт юр-варӗ ҫитереҫҫӗ. Унта ачасене пиҫӗхтерес тӗллевпе мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ачасем ирхине гимнастика тӑваҫҫӗ, вӑй-хал культурине урамра та, спорт залӗнче те ирттереҫҫӗ.
Ачасем ҫавӑн пекех ятарлӑ кавирсем тӑрӑх утаҫҫӗ, ҫывӑрса тӑрсан гимнастика ирттереҫҫӗ, массаж тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫ медицина ӗҫченӗсем сӑнаса тӑнипе пулать.
Вӑрмар районӗнчи Кавал культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть илемлӗ пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ.
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ ҫав мероприятие кавалсем Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Вырӑнти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекенсем, Кавалти тулли мар пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, администраци ӗҫченӗсем тата ыттисем пулнӑ.
Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ жанрпа кӑтартнӑ: хор, вокал ансамблӗ, пӗччен юрласси, ҫемье ансамблӗ, инсценировка, ташӑ, театр ӑсталӑхӗ тата ытти те.
Кавал ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ал ӑстисен куравне те ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ, пӗр-пӗрин пултарулӑхне пӑхса тӗлӗннӗ-савӑннӑ.
Юлташӑн ачи, 5 ҫул та тултарманскер, хӗрсе кайсах вулама вӗреннине сӑнанӑ май хам 1-мӗш класа кайнине аса илтӗм. Эпир ун чухне хальхи ачасем пек алфавитри саспаллисене тӗпчемен, ҫырма вӗренмен, шутлама та хӑнӑхман. Пирӗн ачалӑх пулнӑ, эпир урамра выляса, кулса ӳснӗ. Шкула каясси пирки… шкула кайма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ шухӑшлама тытӑннӑ. Парта хушшине ларсан ҫырма, вулама, шутлама хӑнӑхнӑ. Халӗ вара? Саспаллисене палламасан шкула илмеҫҫӗ. Парта хушшине ларас тесен экзамен тытмалла.
Тӗнче тетелӗнче ятарласа шырарӑм: хальхи ачан 1-мӗш класа кайиччен мӗн тума пӗлмелле? Хӑйӗн ячӗ-шывне, миҫе ҫултине, ӑҫта пурӑннине, ашшӗ-амӑшӗ мӗн ятлине, вӗсем ӑҫта ӗҫленине. Ку юрӗ-ха. Пӗчӗкскерӗн тӗп тӗссене, эрнери кунсене, уйӑхсене, ҫулталӑкри вӑхӑтсене, сулахайпа сылтӑм енӗсене, тӗп профессисене, килти тата тискер чӗрчунсене, вӗсен ҫурисене, кунта хӗл каҫакан тата кӑнтӑра вӗҫекен кайӑксене, транспорт тӗсӗсене пӗлмелле. Улма-ҫырла тата пахча ҫимӗҫ мӗн иккенне тӗшмӗртмелле. Математика енӗпе те шкула кайичченех аталанмалла. 10 таран, каялла шутламалла тата ытти те.
Малашне воспитательсем хӑйсен шӑпӑрланӗсене ача пахчине тӳлевсӗр илсе ҫӳреймӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри кӑна тума пултарӗ.
Постановление кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Документ ӑна официаллӑ мелпе пичетленӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрет.
Постановленири 2.6 пунктпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти ача пахчисенчи ертӳҫӗсем, педагогсем ҫемье сахал тупӑшлисен шутне кӗнине ӗнентерекен справка тӑратсан ҫеҫ шӑпӑрланӗшӗн тӳлемӗҫ. Справкӑна кашни кварталта уйӑхӑн 15-мӗш кунӗччен тӑратмалла. Ӑна илмешкӗн ашшӗ-амӑшӗн заявлени ҫырмалла, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑн копине, ӗҫ вырӑнӗнчен справка, ҫыннӑн ят-шывне ӗнентерекен документ, ҫемье сахал тупӑшлӑ пулнине ӗнентерекен справка тӑратмалла.
Постановленипе килӗшӳллӗн, няньӑсем пепкисем ача пахчине ҫӳренӗшӗн тӳлемӗҫ. Аса илтерер: ача пахчинче кунне 12 сехет пулнӑшӑн 100 тенке яхӑн тӳлемелле. Нарӑс-пуш уйӑхӗсенче ӑна 115 тенкӗ таран хӑпартасси пирки сас-хура пур.
Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Аса илтеретпӗр, 1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулать.
Шупашкар районӗнче те хаксем хӑпарнӑ. Тӗпренчӗксене унти ача пахчисене янишӗн халӗ 100 тенкӗ таран тӳлемелле. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех кӑларнӑ. Ача пахчинче 3–5 сехет пулнишӗн 54 тенкӗрен ытла тӳлемелле мар, 8–10 сехет пулакансемшӗн — 93 тенкӗ, 12 сехет пулсан — 115 тенкӗ, 24 сехет пулсан — 120 тенкӗ.
Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутайӑн кивӗ центрӗнче 160 ача (8 ушкӑн) вырнаҫмалӑх «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи, малтан ӑна Шевле ята парасшӑн пулнӑ) ача пахчи хута кайрӗ. Ӑна ҫӗклессипе ООО «Волга-Ресурс» организаци тӑрӑшнӑ.
Ача пахчине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Валерий Павловпа Николай Малов, Чӑваш Республикин ҫутӗҫ министерствин элчи Валерий Кузьмин, Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, администраци ертӳҫи Александр Башкиров, «Волга-Ресурс» организацин директорӗ Сергей Алексеев, Хӗрлӗ Чутайри чиркӳ пупӗ Максим атте тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Валерий Павлов ача пахчине 20 пинлӗх сертификат парнелерӗ.
Сергей Алексеев ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине садик ертӳҫине Алина Васильевӑна тыттарчӗ.
Хӑнасем ҫӗнӗ ҫуртпа паллашнӑ хыҫҫӑн вӑл пурне те килӗшнине пӗлтерчӗҫ.
Сӑнсем (82)
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче «Ручеек» ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта 145 шӑпӑрлан ҫӳреме тытӑннӑ.
Чӑннипе, ача пахчи ҫак уйӑх варринчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ Иван Моторин республикӑра юлашки 5 ҫулта 21,5 пин ача валли вырӑн уҫнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 7 пин ытларахӑшӗ 45 ача пахчине хута янипе тата ҫӗнетнипе пулнӑ. Халӗ 3-7 ҫулсенчи ачасен тӗлӗшпе ку ыйтӑва татса панӑ.
Юлашки 30 ҫулта Вӑрнарта пӗр ача пахчи те хута яман. Ҫавӑнпа ку вырӑнти халӑхшӑн пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Кӑҫал Кӗҫӗн Явӑш, Хирпуҫ ялӗсенче те ачасем валли 25 вырӑн хатӗрленӗ-мӗн.
Вӑрнарти ҫӗнӗ ача пахчин хӑйӑвне ачасем хӑйсем каснӑ. Унтан уяв ячӗпе концерт иртнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх валли «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Ладыковӑн пӳлӗмӗнчи телефон пӗр минутлӑха та шӑпланман.
Ку ыйту кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пулӗ те… Вӑл шаурмапа политика пирки пулнӑ.
— Пирӗн хулара шаурма тӑвакан точка нумай. Чылайӑшӗ ҫине: «Шаурма — турккӑлла» тесе ҫырнӑ. Эпӗ вывескӑна илсе урӑххипе улӑштармашкӑн предписани пама сӗнетӗп. «Шаурма — хӗвелтухӑҫла» тесе ҫырмалла ҫеҫ. Эсир мӗн шухӑшлатӑр? — ыйтнӑ пӗр ҫын шӑнкӑравласа ҫитсен.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хальхи лару-тӑрура ку тӗрӗс йышӑну пулнине пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва Ҫӗнӗ ҫулччен татса пама шантарнӑ.
«Хӗрӳ линире» Алькешре ача пахчи тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ладыков ку ыйту малта пулнине палӑртнӑ. Хута яракан тепӗр садик шӑпах Алькешра пулӗ.
Алексей Ладыков 3 сехетре ҫынсен 50 ытла ыйтӑвне хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |